Елчӗкре наци проекчӗпе ӑпӑр-тапӑр купине тирпейлеҫҫӗ

Ӗҫе "Экологи" наци проекчӗн "Таса ҫӗршыв" программипе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Ҫакӑн валли федераци хыснинчен укҫа уйӑрнӑ.

Ырӑ мар шӑршӑ юнашар ялсенче пурӑнакансене канӑҫ паман. 1988-мӗш ҫулта уҫнӑ свалка ҫынсен сывлӑхне ҫеҫ мар, ҫут ҫанталӑка та сиен кӳнӗ. Икӗ ҫул каялла полигона хупнӑ. Иртнӗ уйӑхра подрядчик ӗҫе пикеннӗ. Халӗ рабочисем ҫӳп-ҫапа пӗр ҫӗре пуҫтараса хытараҫҫӗ. Ҫапла майпа ӑпӑр-тапӑрпа тулнӑ пӗр гектар лаптӑка пӗчӗклетеҫҫӗ. Пушаннӑ ҫӗрпе кайран усӑ курма май пулӗ. 

 

Вероника Павлова, Семен Антонов