Экологи проекчӗ тӗрлӗ регионта тымар ячӗ

3 ҫул каялла Чӑваш Енре пуҫарнӑ "Ҫемье вӑрманӗ" проект хӑйӗн географине ӳстерсе пырать. Пархатарлӑ ӗҫе пуҫаракансем ҫак кунсенче Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче тата Калмӑк республикинче йывӑҫ лартрӗҫ. 

Кӗркунне - йывӑҫ лартмалли ылтӑн вӑхӑт. Апла пулсан "Ҫемье вӑрманӗ" акцин черетлӗ тапхӑрӗ те ҫитрӗ. Хальхинче хастарсем Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Октябрьски ялӗ ҫумӗнче пуҫтарӑнчӗҫ. Тӗрлӗ енчен килсе ҫитнӗ 100 ытла ҫын кунти ҫырма-ҫатраллӑ 3 гектар ҫӗр ҫинче 5 пин тӗп йывӑҫ лартрӗ.

Экологипе ҫут ӗҫ проекчӗ йывӑҫсемпе пӗрле тӗрлӗ регионта тымар ярать. Иртнӗ ҫулсенче вӑл ҫар операцийӗ пыракан вырӑнсене те ҫитнӗ. Ҫавна май Чӑваш Енри питомниксенче ӳстернӗ йывӑҫ тӗмӗсем халӗ Луганскпа Донецк, Херсонпа Запорожье тӑрӑхӗсенче те хунав янӑ. Кӑҫал акци Беларуҫе те ҫитнӗ. Халӗ вара чӑваш йывӑҫӗсем Калмӑк Республикинче те ӳсеҫҫӗ. Элиста хулинчен инҫех мар вырнаҫнӑ Троицки поселокӗнчи паркра ҫак юмансемпе хурӑнсене ҫуркунне лартнӑ. Ҫу каҫа вӑхӑтлӑ шӑварса тӑнӑран вӗсем аванах вӑй илни сисӗнет. Акцие пуҫаракансен умӗнче тепӗр пысӑк тӗллев. Вӗсем пирӗн тӑрӑхра ӳсекен йывӑҫсем Калмӑк ҫӗрӗнче хӑйсене мӗнле кӑтартма пултарнине те тӗрӗслеҫҫӗ.

Ку тӑрӑхри ҫут ҫанталӑка сыхлас тата тавралӑха ешӗллетес тӗллевпех акци хастарӗсем кунта ҫитес ҫул халӑхсем хушшинчи конференци йӗркелесе ирттерме палӑртнӑ. Калмӑк ҫӗрне вӑрмансемпе пуянлатас ыйтӑва Республика пуҫлӑхӗ Бату Хасиков та патшалӑх шайӗнче ҫӗкленӗ. 

Кунти тӑварлӑ ҫӗрсем ҫинчех капмар йывӑҫсем ӳснӗ тӗслӗхсем те пур. Ҫак тирек, сӑмахран, ҫеҫенхир варринчи ҫил ҫӑварӗ ҫинчех 180-мӗш ҫул ӳсет. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче Тибет тӑрӑхӗнчен куҫса килнӗ Будда монахӗ вӑрӑран акса ӳстернӗ теҫҫӗ. Ҫапла, ӑрусене, ҫемьесемпе регионсене ҫыхӑнтаракан ыркӑмӑллӑх проекчӗ те ҫулсем иртнӗ май Калмӑк ҫӗрӗсене пушхире ҫаврӑнасран сыхласа хӑварма пулӑшӗ. 

Алексей Енейкин