Республикӑри тӗрлӗ шкулта вӗренекен ачасем хӑйсен экологи проекчӗсемпе паллаштарчӗҫ. Муркаш тӑрӑхӗнчи "Вӑрман тусӗсем" ятлӑ ушкӑнра тӑракансем, сӑмахран, чи ватӑ юман таврашне пӑхса тӑраҫҫӗ,
унӑн сывлӑхне нимӗн те сиен ан кӳтӗр тесе тимлеҫҫӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗскер кӑҫал 373 ҫул тултарнӑ. Туристсем пирӗн региона килсен чи малтан шӑпах ун патне илсе ҫитерекен сукмака шыраҫҫӗ. Анчах хӑнасем хӑйсем пӗлмесӗрех ватӑ юмана сиен те кӳреҫҫӗ. Ун таврашӗнчи ҫӗре таптаҫҫӗ, ӗмӗчӗсене палӑртса вулли хушшине ҫырусем хӑвараҫҫӗ.
Шупашкарти хастарсем "Симӗс шкул 2.0" проекчӗпе паллаштарчӗҫ. Ҫак пуҫарӑва вӗсем Президент гранчӗсен фончӗпе пӗрле пурнӑҫлаҫҫӗ. Унпа килӗшӳллӗн республикӑри шкулсенчи 6-мӗш-8-мӗш класс ачисем экологи пӗлӗвӗн урокӗсене ирттереҫҫӗ.
Пуҫтарӑннисене ытти ӑсталӑх урокӗпе танах форумра "Чӑваш Енри ҫӑлкуҫсем" интерактивлӑ карта та кӑсӑклантарчӗ. Куаркодпа куҫса кашниех тӗпченӗ шыв тапписем пирки, регионти ытти ҫут ҫанталӑк объекчӗсем ҫинчен пӗлме пултарчӗ. Кӑҫал республикӑра экологи ӗҫӗсене ҫамрӑксене явӑҫтарассипе ҫине тӑрса ӗҫленӗ. 2023-мӗш ҫултипе танлаштарсан 3 хут нумайрах ӗҫ-пуҫ ирттернӗ. Форумра Экологи ҫулталӑкӗнчи паллӑ пулӑмсене ҫутатнӑ журналистсене те чысларӗҫ. Вӑл хушӑра пирӗн ӗҫтешсене те.
Алиса Александрова, Наталия Егорова, Вадим Владимиров