Ҫултан ҫул пуянланса, ешӗлленсе пырать

Шупашкар тӑрӑхӗнчи Крикакасси ялӗнчи "Космоса парӑнтарнисен садӗнче" кашни ҫуркуннепе кӗркунне шкул ачисем йывӑҫ лартаҫҫӗ.

Йывӑҫ лартма пухӑнакансем ырӑ ӗҫе кашнинчех Раҫҫей, Чӑваш Республикин тата космонавтсене хатӗрлекен центрпа Роскосмос ялавӗсене ҫӗкленинчен пуҫлаҫҫӗ. Ачасемшӗн ҫак ӗҫ-пуҫ уйрӑмах хаваслӑ иртет. Янравлӑ гимнсене хавхаланса итленӗ хыҫҫӑн шӑпӑрлансем ашшӗ-амӑшӗпе тата вӗрентекенсемпе пӗрле ӗҫе пикенеҫҫӗ. Ятарласа хатӗрленӗ шӑтӑксене асӑрханса улмуҫҫисем лартаҫҫӗ. Хальхинче пархатарлӑ ӗҫе хулари 2-мӗш гимназире тата Андриян Николаев ячӗллӗ 10-мӗш шкулта вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.

Космоса парӑнтарнисен садне Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа 2019-мӗш ҫулта уҫнӑ. Ҫавӑн чухнех анлӑ проект авторӗ Юрий Соколов ҫак ырӑ акцие пуҫарса янӑ. 

Космонавтсен садне халӗ хӑйне евӗр уҫӑ тӳпе айӗнчи музей теме те юрать. Ҫулсерен вӑл пуянланса пырать. Малтанах кунта Юрий Анатольевич пӗрремӗш герой-космонавтсене асӑнса ҫак мӑнаҫлӑ палӑка лартнӑ. Ун умне килен-каян хӑнасем яланах чӗрӗ чечексем хураҫҫӗ. Халӗ тепӗр сӑваплӑ объект - часовня ҫӗкленет. 

Юрий Анатольевич ачасене валли парнесем те хатӗрлет. Хальхинче вӑл ҫамрӑксене Владимир Путин сӑнӳкерчӗкепе илемлетнӗ футболка парнелерӗ. Президент йывӑҫ лартнине сӑнлакан ҫи-пуҫ космосра та пулнӑ. Ачасемшӗн вӑл ӗмӗр асӑнмалли экспонат пулӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра вара кунтах ятарлӑ ҫар операцийӗн музейӗ те ӗҫлеме пуҫлӗ.

Алексей Енейкин.