Ҫивӗч ыйту татӑласса тахҫантанпах кӗтнӗ

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Патӑрьелте каяш шывсене тасатмалли сооруженисен комплексне тӗпрен ҫӗнетме тытӑннӑ. Контрактпа килӗшӳллӗн ӗҫе чӳк уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Ҫакӑ округри экологи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма пулӑшӗ. 

Каяш шывсене тасатмалли сооружение ҫӗнетесси патӑрьелсемшӗн тахҫантанпах ҫивӗч тӑракан ыйту пулнӑ. Канализаци тытӑмӗ кивелсе ҫитнине пула юрӑхсӑра тухнӑ. Строительство ӗҫне "Таса шыв" патшалӑх программипе килӗшӳллӗн пуҫӑннӑ. Проект хакӗ - 613 миллион тенкӗ. Каяшсене кунта тӗрлӗ меслетпе тасатса кӑларӗҫ, ҫавӑнпа та экологишӗн хӑрушсӑр пулӗ. 

Хальхи йышши комплекс талӑкне 500-е яхӑн кубометр каяш шыв тасатса кӑларӗ. Канализаципе Патӑрьелӗнче пурӑнакан ҫынсем, предприяти-организацисем усӑ курма пултарӗҫ.

Округ пуҫлӑхӗ Рудольф Васильевич пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьелӗн хӗвелтухӑҫ пайӗнче те каяш шывсене тасатмалли сооружени тума палӑртнӑ. 

 

Оксана Верликова, Виктор Степанов