"Чӑваш вӑрманӗ" наци паркӗнче "Кӑмпа фестивалӗ" иртнӗ

Кӑҫалхипе ҫак ӗҫ-пуҫа шӑмӑршӑсем 8-мӗш хут йӗркеленӗ. Уяв тӗллевӗ - ҫут ҫанталӑка юратма, тавралӑха упрама хӑнӑхтарасси.

Кӑҫал унта Мари республикипе Сарӑ Ту облаҫӗнчи хӑнасем хутшӑннӑ. Вӗсем кӑмпаран пӗҫернӗ наци апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ. Вӗсене мӗнле хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑрманта кӑмпа пуҫтарнӑ чухне наркӑмӑш ҫимӗҫ татса улталанас хӑрушлӑх пур. Фестивальте вӗсене уйӑрма вӗрентнӗ. Ытти ҫулсенче ҫак ӗҫ-пуҫа шкул ачисем хастар хутшӑннӑ. Пандемие пула иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ вӗсене кунта йыхравламаҫҫӗ. Ҫапах та йӗркелӳҫӗсем вӗренекенсем хушшинче Чӑваш вӑрманӗ пирки чи лайӑх сочинени ҫыракана палӑртас тесе конкурс ирттернӗ. Хӑнасене вӑрманта пуҫтарнӑ сиплӗ курӑкран вӗретнӗ чейпе сӑйланӑ.