Больницӑри каҫхи смена хыҫҫӑн килне таврӑнсан Валентина Волковӑна хӑйне те медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ: йӗри-тавра шыв илнине ӑнлансан пӑлханса ӳкнӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Сӑкӑтра пурӑнаканскер кун пеккине пӗрремӗш хут курнӑ. Ҫак таранччен ырми-канми тӑрӑшса ҫӗкленӗ ҫуртпа хуралтӑсене шыв кӗрсе тулнӑ.
Тӗп сакайӗнчи пахча-ҫимӗҫ, витери выльӑх-чӗрлӗх, кӗлетри тыр-пул, мунчапа гаражри пурлӑха шыв илнӗ - ҫур метр таран хӑпарнӑ. Ывӑлне ятарлӑ ҫар операцине ӑсатнӑ Валентина Волкова, аякка ӗҫлеме кайнӑ упӑшкине тӳрех килне чӗнсе илнӗ. Шупашкарта пурӑнакан хӗрӗпе кӗрӳшӗ те пулӑшма васканӑ.
Хирти шыв пахчаран картиш урлӑ юхса урам тӑрӑх шавласа анать. Кӳршӗри 5-6 ҫурта шыв илнӗ. Инкек хыҫҫӑн васкавлӑ служба ҫитнӗ, тракторпа юр куписене сирнӗ. Ял халӑхӗ ҫурхи шыв валли урӑх ҫул тума пуҫланӑ. Анчах ку лару-тӑрӑва ҫӑмӑллатнӑ теме ҫук - тулнӑ шыва насуспа уҫлама тивет.
Ҫакна вара Тури Тӑрмӑш ҫывӑхӗнче ӳкерсе илнӗ - ҫурхи шывпа килнӗ юрлӑ-пӑрлӑ тасамарлӑх ҫул лаптӑкне пӳлсе хунӑ. Машинсем иртсе каяймаҫҫӗ.
Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫивӗч лару-тӑрӑва пула ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен хатӗр тӑмалли йӗрке ҫирӗплетнӗ. Кунта 9 яла шыв илес хӑрушлӑх пысӑк - 165 кил хуҫалӑхӗ шар курма пултарть. Инкеке лекнисене апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерме тата вӑхӑтлӑх вырнаҫтармалли пункт йӗркелеме йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех гидротехника хатӗрӗсене тӗрӗслемелле, шыв пӑрӑхӗсене пӑртан тата ӑпӑр-тапӑртан тасатмалла.
Анчах ейӳ тапхӑрӗнче ҫакӑ та ҫителӗксӗр пулма пултарать. Канаш тӑрӑхӗнчи Тӑрӑн ялӗнче гидротехника хатӗрӗ кун чухлӗ шыва ирттерсе ярайман, ҫав сӑлтавпа ялти темиҫе ҫурт шар курнӑ.
Пӑрӑха ҫурхи шыв-шурпа тулнӑ ӑпӑр-тапӑртан тасатни инкеке сирме пулӑшнӑ, пӗлтереҫҫӗ яваплӑ службӑсем.
Елчӗк тӑрӑхӗнчи Лащ Таяпара та юр шывӗ ҫуртсене шар кӳнӗ. Республика чиккинче вырнаҫнӑ Тутарстанри Пӑва тӑрӑхӗнче урам варринче ҫырма юхать тейӗн. Чӑваш Енре темиҫе кун ҫеҫ хӗвел хӗртсе пӑхать.
Юханшывсемпе пӗвесем пӑртан уҫӑлма пуҫланӑ. Гидропостсем шыв шайӗ хӑпарнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Улатӑр тата Пӑрачкав ҫывӑхӗнчи Сӑр, сӑмахран, талӑкне метр ытла тулнӑ, часах нормӑран каҫса каять. Ял-хуласенче ейӳ тӑпхӑрне тӗплӗ хатӗрленмеллине маларах асӑрхаттарнӑ. Синоптиксем вара ҫывӑх кунсенче ҫанталӑк сивӗтессе пӗлтереҫҫӗ.
Ирина Николаева