Вӑрӑм тунасенчен ятарлӑ им-ҫам та пулӑшмасть, теҫҫӗ Шупашкарта пурӑнакансем. Шӑна-ӳпрене хирӗҫ кӗрешме ҫынсем вырӑнти влаҫсене тӑтӑшах интернетра ыйтаҫҫӗ. Уйрӑмах "Ҫӗнӗ хула" микрорайонта пурӑнакансем хӗн кураҫҫӗ. Юнашар Атӑл пулни куҫкӗрет.
Регион управленийӗн центрне ҫак уйӑхра сахал мар ҫӑхав ҫитнӗ - мӗншӗн вырӑнти влаҫсем вӑрӑм тунасене тӗп тумаҫҫӗ? Ҫак ыйтупа кӑсӑкланса пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх Управленине ҫитрӗ. Иккен, ятарлӑ дезинсекци ака уйӑхӗн вӗҫӗнче пулнӑ. Кӑҫал ҫуркунне ир килнипе шӑна-ӳпре хӑвӑрт ӗрченӗ. Иртнӗ ҫулсенче вӗсене пӗрре им-ҫам сирпӗтнипех пӗтерме пултарнӑ пулсан, кӑҫал йывӑртарах. Хушма тӑкаксем валли вара хыснара укҫа уйӑрман. Ҫак ыйтӑва ҫитес вӑхӑтра хула администрацийӗнче татса пама шантарчӗҫ. Тепӗр тесен, вӑрӑм тунасем Атӑл хӗрринче ӗрчеҫҫӗ. Шыв объекчӗсемшӗн вара хула мар, Ҫут ҫанталӑк министерстви яваплӑ. Дезинсекци ӗҫне тума ирӗк ыйтӑ, ведомствӑран хурав кӗтеҫҫӗ.
Путвалсене те вӑрӑм тунасем иленнӗ. Урамрисемпе вӗсене пӑтраштарма кирлӗ мар. Вӗсем хӗлӗпех ӗрчеҫҫӗ. Усал шӑна-ӳпрене тӗп тӑвасси - ҫурта пӑхса тӑракан компанисен тивӗҫӗ. Енчен те ҫак ӗҫе тумасан, вӗсем часах вентиляци шӑтӑкӗпе хваттерсене кӗме пултараҫҫӗ. Ҫуртсен таврашӗпе ача-пӑча лаптӑкӗсене те им-ҫампа сирпӗтеҫҫӗ.
Вырӑнти влаҫсене шаннипе пӗрлех кашнин хӑйӗн те асӑрханмалла. Ятарлӑ спрей ал айӗнче пулни - пӗрре те ытлашши мар.
Вероника Павлова, Екатерина Янгалакова