Ҫак вырӑнти 4 гектара яхӑн ҫӗр 1981-мӗш ҫултан пуҫласа регион шайӗнчи ҫут ҫанталӑк палӑкӗ шутланнӑ. Ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансем ӑна черетпе хурал тӑрса сыхланӑ. Халӑха уйрӑмах кунти ҫӑлкуҫсем илӗртнӗ.
Ҫак ҫӑлкуҫсем хайнеевӗрлӗ. Вӗсем пурте шыв тӗпӗнчен ҫӗре шӑтарса тухаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫӑл таппи ӑҫтан пуҫланнине тӳрех асӑрхама май ҫук. Ҫавӑнпах пулӗ, вӗсен ячӗ те кӑсӑклӑ илтӗнет.
2010-мӗш ҫулсенче ҫӑлкуҫ таврашӗ юхӑнма пуҫланӑ. Ку вырӑна канма ҫӳрекенсем вара тавралӑха ҫӳп-ҫаппа варалама тытӑннӑ. Малтан кашни ҫеккунтра 24 литр шыв парса тӑнӑ ҫӑлсен вӑйӗ самай хавшанӑ.
Вырӑс географи пӗрлешӗвӗпе ҫут ҫанталӑк министерствин пуҫарӑвне Тӑвай тӑрӑхӗн администрацийӗ ырласа йышӑннӑ. Пӗрлехи вӑйпа халӑх ҫӳрекен паллӑ вырӑна йӗркене кӗртме пуҫланӑ. Ҫак тӗллевпех хура ҫӑлсен лапамӗнче фестиваль йӗркелеме шутланӑ. Кунта чи пахи - ачасене тӑван тавралӑх илемне упрама вӗрентни. Ҫакна вӗсем хӑйсем те лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Хальхинче те шкул ачисем вырӑнти пуҫлӑхсемпе тата ҫут ҫанталӑк министрӗпе пӗрле кунти ҫӑлкуҫсен таврашне ҫӳп-ҫапран тасатрӗҫ. Кӗске вӑхӑтрах пӗр купа ӑпӑр-тапӑр пухрӗҫ. Ҫак ырӑ ӗҫ-пуҫа ытти тӑрӑхра та пуҫарса ярсан аван. Таса ҫӑлкуҫ шывне ӗҫме яланах кӑмӑллӑ.
Фестивале Тӑвай тӑрӑхӗнчи 7 шкул ушкӑнӗ хутшӑнчӗ. Географсемпе экологсем ачасене ҫӑлкуҫсене еплерех тасатмаллине, вӗсен шыв таппи вӑйне мӗнле майпа тӗрӗслемеллине вӗрентрӗҫ. Уҫӑ сывлӑшрах кӑнтӑрлахи апатпа сӑйланнӑ хыҫҫӑн шкул ачисем пӗлӳ шайне тӗрӗслекен тӗрлӗ тупӑшура вӑй виҫрӗҫ, тӑван тӑрӑхпа Чӑваш Ен карттине ӑмӑртса пуҫтарчӗҫ.
Ачасем хӑйсен проекчӗсене тӳресен умӗнче хӳтӗлерӗҫ. Кунти тавралӑха тирпейлесе хӑтлӑлатас тӗлӗшпе чылай усӑллӑ сӗнӳ пачӗҫ. Пуҫаруллӑ ҫамрӑксем парнесемпе тав хучӗсене тивӗҫрӗҫ. Унтан пурне те экологипе ҫыхӑннӑ кӗске документлӑ фильмсем кӑтартрӗҫ. Ҫак фестиваль вара малашне Республика шайне тухӗ.
Алексей Енейкин, Виктор Степанов.