Шупашкар кӳлемӗшне малашне Европа ҫӑкисем илем кӳрӗҫ. Хунавсене лартма пӗтӗмпех хатӗр. Республикӑпа хула ертӳҫисем те ҫак ӗҫе хутшӑнчӗҫ. Ҫӑка хунавӗсене питомникре ҫитӗнтернӗ, пирӗн тӑрӑхра ӳсмелле тунӑ. Ку йывӑҫа ятарласа пӑхмалла мар, ҫавӑнпа ӑна хула урамӗсемпе парксенче чылай курма пулать. "Вӑрмана упрар" акцие 3 ҫул каялла йӗркелесе янӑ. Унта ҫын йышлӑ хутшӑнни - экологи пуҫарӑвне ҫӗршывра ырласа йышӑннине пӗлтерет.
Ирина Николаева, Елена Михайлова, Андрей Шоклев