Кӑҫалхи акцине ҫӗршыври халӑхсен пӗрлӗхӗн тата республикӑри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗсене халалланӑ. Ҫавна май вӑл тӗрлӗ наци ҫыннисене пӗрлештерчӗ. Уяв пурте пӗрле вӑйӑ картинче ҫаврӑннинчен пуҫланчӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи экологи акцине пирӗн республика Чулхулапа Курган хыҫҫӑн йышӑнчӗ. Шупашкар тӑрӑхӗнче пурӑнакансем кар тӑрса Кӳкеҫри "Улӑп" физкультурӑпа спорт комплексӗ ҫумӗнчи вӑрмана ӑпӑр-тапӑртан тасатрӗҫ. Ватти те, вӗтти те хӑйӗн тӳпине хывма тӑрӑшрӗ.
Ӗҫ-пуҫа ҫӗршыври экологипе ҫыхӑннӑ пуҫарусене аталантаракан тата пулӑшса пыракан "Компас" фонд йӗркелет. Ку акци Раҫҫейре тваттӑмӗш ҫул иртет. Фонд ертӳҫи Татьяна Ковалева палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак вӑхӑтра субботниксем ҫӗршыври 30 регионти 37 пин ытла ҫынна пӗрлештернӗ. Пурӗ вӗсем 400 тонна ытла ӑпӑр-тапӑр пуҫтарнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов вара ку вӑрман лаптӑкӗнче ҫывӑх вӑхӑтра анлӑ реконструкци пуҫланассине, малашне вӑл тата хӑтлӑрах та илемлӗрех пулассине пӗлтерчӗ.
Пухӑннисене чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе, апат-ҫимӗҫӗпе тата юрри-ташшипе паллаштарчӗҫ. Ҫавӑн пекех викторинӑсемпе куравсем, вӑйӑсем, пултарулӑх урокӗсем пулчӗҫ. Вӗсем пурте экологипе ҫыхӑннӑ.
Кӳкеҫри акцие 500 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Вӗсем 3 тонна яхӑн ӑпӑр-тапӑр пуҫтарчӗҫ. Ӗҫре ҫитӗннисем те, ачасемпе хастар пулчӗҫ.
Оксана Верликова, Святослав Петров








