Ҫӗрпӳри теплицӑра ҫурхи пӗрремӗш уяв тӗлне кӗҫех тюльпансем ҫурӑлаҫҫӗ

Хӗл варринчех ҫӗр-ҫӗр пин чечек ҫеҫкене ларнӑ. Кӑҫал пандемие пула сахалрах пулин те, Ҫӗрпӳри теплицӑра тюльпансем ҫитӗнтереҫҫӗ. Ҫулран-ҫул ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ сортсем кӳрсе килеҫҫӗ кунта.

Шуррисем, хӗрлисем, саррисем... "Пирӗн республикӑра пурӑнакан пикесем ҫак тӗссене хӑнӑхнӑ та вӗсен кӑмӑлне тивӗҫтерес тесе кашни ҫул шӑпах ҫак чечексене ытларах лартатпӑр",- теҫҫӗ кунта ӗҫлекенсем. Апла пулин те холодильникра хӑй вӑхӑтне кӗтсе тӗлӗрекеннисем хушшинче кӗреннисем, сирень, шупка тӗслисем, пион евӗрлисем те пур. Ятарлӑ температурӑна пӑхӑнсан, типӗре вӗсем эрни-эрнипе упранма пултараҫҫӗ. Хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне вара ҫыххи-ҫыххипе лавккасене ӑсатӗҫ. Ун чухне сивӗтмӗшри ыйхӑран вӑранса чечек папкисем майӗпен уҫӑлма пуҫлаҫҫӗ. 

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров