Атӑлта ҫулсерен симӗс бактерисем ӗрчеҫҫӗ 

Шупашкарта пурӑнакансем тӑтӑшах Атӑл симӗсленнине сӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ кашни ҫулах ҫу варринче пулать. Пӗрисене шыв пахалӑхӗ хӑратать пулсан, теприсем шикленмесӗрех чӑмаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кӑвак-симӗс шыв курӑкӗсем сывлӑхшӑн сиенлӗ пулма пултараҫҫӗ. 

Кӑвак-симӗс шыв курӑкӗсем ытларах Атӑлӑн сулахай енче тӗл пулаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере вара сылтӑмалла куҫса килнӗ. Вӗсене ҫил хӑваласа ҫитернӗ. Тӗп, Афанасьев тата Ҫӗнӗ сала пляжӗсенчи шыв тӑруках симӗсленсе кайнӑ. Ӑсчахсем кӑвак-симӗс шыв курӑкӗсене цианобактери теҫҫӗ. Ку вӑл чӗрӗ организмсем. Миллиард ҫул хушшинче вӗсем ҫӗр ҫинчи улшӑнусене хӑнӑхса ҫитнӗ. Вӗсене тӗп тума питӗ йывӑр. Ҫынсем хӑйсем курӑка ӗрчеме пулӑшаҫҫӗ. Атӑла икӗ пин ытла пӗчӗк юхан шыв юхса кӗрет, ҫавӑнпа та шыв пахалӑхӗ питӗ япӑх. Лару-тӑрӑва лайӑхлатма Самарти экологсем бактерисене пуҫтарса вӗсенчен удобрени тума сӗнеҫҫӗ. Ҫапах та чи малтанах тӗп сӑлтава - шыв тасамарлӑхне пӗтермелле. 

Надежда Александрова, Вероника Павлова, Вадим Владимиров