Акци ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнчех пуҫланнӑ. Анчах ҫут ҫанталӑк хӑйнеевӗрлӗхне кура пирӗн регионта ун чухне лартнисем чӗрӗлмессе те пултарнӑ. Ҫавӑнпа ҫут ҫанталӑка пулӑшас текенсем ырӑ ӗҫе авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче, юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пуҫтарӑнса тухаҫҫӗ. 2010-мӗш ҫул республика историйӗнче хӑрушӑ пушарсемпе ҫырӑнса юлнӑ. Атӑл леш енче ун чухне вут-ҫулӑм тыткӑнне 10 пин ҫурӑ гектара яхӑн лаптӑк лекнӗ. Халӗ ҫав вӑхӑт пирки купаланса выртакан ҫуннӑ вут-шанкӑ аса илтерет. Ҫаплипех юлнӑ шаршансене ҫӗрӗшсе ҫӗре усӑ кӳме хӑварнӑ.
Унтанпа кӗркуннесерен ҫӗре ҫӗнӗ хунав хывса хӑварасси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал Ҫурҫӗр поселокӗнче 34 пин хыр валли 22 гектар ҫурӑ лаптӑк пур. Пирвайхи кун 5 гектарне лартса пӗтерме тӗллевленӗ.
Йывӑҫ-тӗме вӑй илсе ҫирӗпленсе ҫитме пӗр ӗмӗр таран вӑхӑт кирлӗ. Ҫавӑнпа килес ӑрусем те вӑрман ырлӑхне курччӑр тесе ҫине тӑрса тӑрӑшмалла. Сӑмах май, кӑҫал Йӗпреҫ, Каҫал, Тӑвай округӗсенчи вӑрмансем те ҫӗнӗ хунавсемпе пуянланнӑ.
Алиса Александрова, Ярослав Яковлев, Святослав Петров








