Кашни иртен-ҫӳрен машинӑна тӗрӗслеҫҫӗ те кустӑрмисене ятарлӑ шӗвекпе сапаҫҫӗ. Талӑкӗпех ветеринарсемпе полици ӗҫченӗсем хуралта. Унсӑрӑн африка мурне тӗп тума май ҫук. Муркашпа Элӗк районӗсем хушшинче ҫакнашкал 6 санитари посчӗ йӗркеленӗ, вӗсене республика тата район пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫинче вырнаҫтарнӑ. Чирлӗ хир сыснине тупса палӑртнӑ вырӑнтан ҫывӑхри 5 ҫухрӑма уйрӑмах хӑрушлӑхлӑ лару-тӑру тесе йышӑннӑ. Унта Муркашри 14 тата Элӗкри пӗр ял лекнӗ, ҫавӑн пекех пӗр пысӑк хуҫалӑх та пур. Чир ертесрен ҫак тӑрӑхра мӗн пур сыснана пуҫтарнӑ - кил картишӗнче усранӑ 20 выльӑха, пысӑк хуҫалӑхри 200 яхӑн пуҫа иртнӗ шӑматкун тӗп тума тивнӗ.
Ирина Николаева, Вадим Владимиров