Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхне ҫурхи пысӑк уяв ҫитнӗ темелле. Таврара пурӑнакансем ватти-вӗтти таран "Ҫемье вӑрманӗ" проекта хутшӑнса йывӑҫ лартма тухрӗҫ. Хастарсен йышӗнче: вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансемпе вырӑнти администрацире ӗҫлекенсем, хӗрарӑмсен канашӗн тата вырӑс географи пӗрлешӗвӗн пайташӗсемпе депутатсем, шкул ачисем. Ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансем те ырӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа хутшӑнчӗҫ.
Пиллӗкмӗш ҫул пурнӑҫланакан акци тӗрлӗ тӑрӑхра вӑй илсе ҫӗнӗ регионсенче та анлӑ сарӑлчӗ. Нумай пулмасть кӑна Калмӑк ҫӗрӗнче те иртрӗ. Хальхинче тарават халӑх Йӗпреҫ вӑрманӗ ҫумӗнчи 10 ытла гектар ҫӗре хыр йывӑҫӗн хунавӗсемпе пуянлатрӗҫ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫ Чӑваш Енри питомниксемпе уйрӑм ҫынсен пулӑшӑвне пула пулса пырать. Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Роман Алексеев та ҫак проекта яланах ал парса пырать. Хастарсем тӗрлӗ региона тухса ҫӳренӗ чухне те тӑкаксен ытларах пайне хӑй ҫине илет вӑл. Йывӑҫ лартас ӗҫе те май килнӗ чух яланах хутшӑнма тӑрӑшать.
Акцие хутшӑнакансене пурне те тутлӑ пӑтӑпа, вӗри чейпе сӑйларӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра вара "Ҫемье вӑрманӗ" Вӑрнар тӑрӑхӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарта хӑна пухӗ.
Алексей Енейкин, Александр Герасимов








