Чăваш Енре 4-мĕш хут архивсен каçĕ иртрĕ

Аваллăх управçисем çак уява кашни çулах хăйне евĕрлĕ йĕркелеме тăрăшаççĕ. Кăçалхи акци Шупашкарта мĕнле иртни пирки Алексей Енейкин каласа кăтартать.

Алексей Енейкин, Никита Углёв

Республикăн истори архивĕнчи уяв каçĕ çулран-çул пуянрах та кăсăклăрах иртет. Кунта хăнасем валли 5 аудитори хатĕрленĕ. Кашнинчех акцие хутшăнакансене кăткăс ыйту кĕтет.  Палăртнă пӳлĕмсене кĕрсе хăйне евĕрлĕ квеста парăнтаракансем хушшинче ылтăн сехет выляттарма палăртнă. Малтанах аваллăхпа паллашма килекенсем куравсен залне лекеççĕ. Кунта Чăваш Енри чи аслă архив 95 çул тултарнине тата Раççей истори управăшĕн 100 çулхи юбилейне халалланă стендсем вырнаçтарнă. Уйрăмах пысăк пĕлтерĕшли  ― Иван  Яковлев çуралнăранпа  170 çул çитнине халалланă курав. Унта аслă вĕрентекенĕмĕр хăй аллипе çырнă документсен копийĕсемпе тата сăнӳкерчĕксемпе паллашма пулать. Вăл шутра Яковлевăн 19 çулта çырнă автобиографине, Чĕмпĕрте вĕреннĕ чухнехи тетрачĕсене, ытти хутсене курма пулать.

Чăваш академи драма театрĕн юбилейне халалланă кĕтес те сумлă вырăн йышăнать. Çывăхрах - архивист пӳлĕмĕ. Унта пĕтĕмпех ĕлĕкхи пек. Хăнасем  манăçа тухса пыракан пластинка калаттармалли хатĕрпе, пичет машинипе ĕçлесе  пăхрĕç.

Тепĕр залра вара тĕрлĕ вăхăтри документа мĕнле майпа тата мĕн çинче упранине кăтартнă. Чи малтанах куракана çак хулăн кĕнеке  кăсăклантарать.

Сайра тĕл пулакан кĕнекесемпе паллаштаракан курав та йĕркеленĕ. Вăрçăчченхи çак кĕнекере, сăмахран, ĕлĕкхи кăлпассисене мĕнле хатĕрлени  çинчен  вуласа пĕлме пулать.

Çумри пӳлĕмре хăнасене 4 ĕмĕр каяллахи çыру тĕркисене юсакансен ĕçĕпе паллаштарĕç, мастер-классем кăтартĕç.

 Архив каçне килекенсем пĕр-пĕринпе кĕнекесем ылмаштарма пултарчĕç. Вĕсене валли ятарлă лаптăк хатĕрленĕ.

Электронлă документсен патшалăх архивĕнче вара уяв «Космос каçĕ» ятпа иртрĕ. Акци тĕлне кунта Андриян Николаевпа Валентина Терешкова пурнăçне сăнлакан хăйне евĕрлĕ сăнӳкерчĕксен куравне йĕркеленĕ.
Архив каçне яланхиллех парне паракансем те килчĕç. Çав йышра Афганистанри вăрçă тата космонавтика ветеранĕсем пулчĕç. Алексей Албутов, сăмахран, архивпа 7 çул çыхăну тытать.

Архив каçне хутшăнакансем валли космоспа çыхăннă 10 фильм хатĕрленĕ. Куракансем мĕн çĕрлечченех йышлă пулчĕç.