Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен республикăри конкурсĕн çĕнтерÿçи паллă

Тăван чĕлхене аталантарассипе пур енлĕ тăрăшаççĕ. Уроксене ăста ирттернисĕр пуçне йăла-йĕркене упрас енĕпе те тимлеççĕ, юрă-ташăра та маттур. Шупашкарти 47-мĕш шкулта республикăри чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен конкурсне пĕтĕмлетрĕç.

Алиса Александрова, Семен Антонов

Чăваш чĕлхи учителĕсен ăсталăх конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрне 40 ытла вĕрентекен хутшăннă. Хăйсен пултарулăхне вĕсем видеоурок ирттерсе, çавăн пекех эссе, методика материалĕ çырса кăтартнă.

2-мĕш тапхăрта учительсен уçă урок ирттермелле пулнă. Финала тухнă 10 вĕрентекен пĕлÿ парас ăсталăха Шупашкарти 47-мĕш шкулта кăтартрĕ. Халиччен курман-палламан ачасемпе чăвашла калаçрĕç те, юрларĕç те конкурса хутшăнакансем. Çулсерен иртекен ăмăртăва кăçал Тутар Республикинчен те çитнĕ. «Çавăнпа та конкурс регионсен шайне тухасса шанатпăр», - терĕç йĕркелÿçĕсем. Çĕпрел тăрăхĕнчен килнĕ Валентина Петрова чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçре 22 çул тăрăшать. Ачасем уроксене юратса çÿренине палăртрĕ вăл.

Кÿршĕ республикăран килнĕ хăна куракансене те, тÿресене те сцена çинчи çаврăнăçулăхĕпе, чăвашла илемлĕ калаçма пĕлнипе тыткăнларĕ.

Финала тухнисен урок ирттернисĕр пуçне чăваш тумĕн историне каласа кăтартмалла пулчĕ. Çавăнпа конкурса кукамăш-аслăмăш арчинче чи хаклă тупра пек упраннă капăрлăха илсе килнисем те пулчĕç.  Çĕнтерÿçĕ ятне кама парасси пирки нумай пуç ватма тиврĕ тÿресен.

Чăваш Ен чысне çĕршыв шайĕнче хÿтĕлеме кăçал Шупашкарти 40-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Александр Степанова шанчĕç. Шăпах вăл конкурсра пуринчен те пултаруллă пулнине ĕнентерчĕ.