Чутайсем ҫурхи ака-суха вӗҫленнине паллӑ турӗҫ

Ҫуллахи хӗрӳ тапхӑр пуҫланиччен хресчен ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗнче канса савӑнать. Мӗн-пур халӑх умӗнче чи хастар ӗҫченсене чыслаҫҫӗ, ял ҫыннисем тӗрлӗ конкурс-ӑмӑртура тупӑшаҫҫӗ. Хӗрлӗчутайсем те ака-суха ӗҫӗсене вӑхӑтлӑ та ӑнӑҫлӑ вӗҫлесе уявра савӑнчӗҫ.

Алиса Александрова, Иван Макеев

Савӑнма сӑлтавӗ те чылай. Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсем республикӑра ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыраканнисен йышӗнче. Ҫакӑнта, паллах, куллен ырми-канми тӑрӑшакан хастарсен тӳпи пысӑк. Шӑпах вӗсене ӗҫпе юрӑ уявӗнче сумлӑ ятсем, хисеп хучӗсемпе парнесем парса чысларӗҫ.

Районӑн социаллӑ пурнӑҫӗнче те ырӑ улшӑнусем пур. Ятарлӑ программа ӗҫлеме пуҫланӑранпа 10 фельдшерпа акушер пунктне юсаса ҫӗнетнӗ. Кӑҫал ҫак ӗҫе малалла туса пырӗҫ. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи тӗп больницӑра та анлӑ юсав тума май килнӗ, инфекци уйрӑмне тӗпрен ҫӗнетнӗ. Вӗренӳ ӗҫне те пысӑк тимлех уйӑраҫҫӗ кунта. Мӑн Этмен, Хӗрлӗ Чутай шкулӗсенче пӗлтерешлӗ юсав пырать. Районти чылай шкулти спорт залӗсене те ятарлӑ проектпа паянхи кунпа килӗшӳллӗн йӗркелесе ҫитернӗ. Пӗчӗккисем пирки те манман. 160 вырӑнлӑ ача сачӗ хута кайни ашшӗ-амӑшӗшӗн те, ачасемшӗн те чӑн-чӑн парне пулса тӑнӑ.

Районшӑн уйрӑмах ҫивӗч ыйтусем пирки те аса илчӗҫ уявра. Ҫакӑ ытларах ялсенчи ҫулсене йӗркене кӗртессипе ҫыхӑннӑ. Пӗр харӑсах пур ҫӗрте те ҫул сараймасан та май килнӗ таран тӑваҫҫӗ ҫак ӗҫе. Халӑх пуҫӑрӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программӑпа кӑҫал чутайсен 46 проектне ырласа йышӑннӑ. Вӗсем те чылай ҫӑмӑллӑх кӳрессе шанать халӑх. Уява яланхилле тухӑҫлӑ та асра юлмалла йӗркеленӗ районта. Пӗрисем юрӑ-ташӑпа киленнӗ, ял тӑрӑхӗсем йӗркеленӗ кил-картишӗпе паллашнӑ хушӑра теприсем тӗрлӗ спорт тупашӑвӗнче вӑй виҫрӗҫ, юлташӗсене хавхалантарчӗҫ.

Спорт ӑмӑртӑвӗсенчен чи кӑсӑкли, паллах, ирӗклӗ майпа кӗрешесси. Ҫак тупӑшура ҫӗнтерӳҫе така парнелесси йӑлара. Чутайсен районти чи вӑйлӑ та патвар ҫамрӑкӗ те чӗрӗ парнене тивӗҫрӗ.