Ялта кулленхи ӗҫе кӑна туса пурӑнсан кичем - чун киленӗҫӗ пулмалла, теҫҫӗ Етӗрне районӗнчи йӳҫпансем. Сӑмахран, Николай Ландышев ҫӑкаран кӳлепесем касса кӑларса урама, картише илем кӳрет. Роза Леонтьева та кил-ҫурт таврашне пысӑк тимлӗх уйӑрать. Вӑл чечексем ӳстерет. Йӳҫпансем патӗнче пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ пулса курчӗ.
Алена Артемкина, Михаил Солин
Ландышевсен килне иртен-ҫӳрен аякранах асӑрхать. Хитре сӑрласа илемлетнӗ юмахри сӑнарсем кашни ҫурт умӗнче тӑмаҫҫӗ-ҫке! Вӗсене Николай Васильевич хатӗрлет. Чылай ҫул шкулта рисовани вӗрентнӗскер питӗ маҫтӑр. Унӑн ӗҫӗсене пӑхсан пӗр-пӗр ӑста скульптор тунӑ тейӗн. Нумаях пулмасть йывӑҫран ҫакнашкал сӗтел касса кӑларнӑ вӑл. Ӑна якатса лакпа витнӗ. "Чей ӗҫнӗ чухне кичем ан пултӑр тесе хӗр сӑнарне юнашар вырнаҫтартӑм",- тет шӳтлесе. Нумаях пулмасть сехет валли илемлӗ япала тума пуҫланӑ. Ӗҫ хитре пуласси иккӗлентермест.
Хуҫалӑхра пӗрмай ӗҫ тупӑнать. Пушӑ вӑхӑт сахалрах чухне ир-ирех тӑрса ӗҫлетӗп, тет вӑл. Маҫтӑр ку таранччен ӑсталанӑ япаласен шучӗ те ҫук. Вӗсем халь ытти ҫынсен кил-картишне илем кӳреҫҫӗ. Нумай вӑхӑт ӗҫлесе ларма ҫук - куҫ е пуҫ ывӑнать, ҫурӑм ыратма тытӑнать. Ун пек чухне чарӑнмалла, унсӑрӑн шухӑша ҫухатма пулать, тет Николай Васильевич. Япала ӑнса пултӑр тесе кашни хурӑма хитре касса кӑларма тӑрӑшать маҫтӑр.
Пӗчӗк ҫурт питӗ илемлӗ пулса тухнӑ. Кунта ҫутӑ та ӑшӑ. Ландышевсен мӑнукӗсен юратнӑ вырӑнӗ ку. Ӑна купалама 800-е яхӑн кӗленче кирлӗ пулнӑ. Хӑйнеевӗрлӗ ҫурт тума ытла укҫа тӑккаламан. Цемент кӑна лавккаран туяннӑ. Ял халӑхӗ кӗленчесем миххи-миххипе килсе панӑ. Хӑйсем те урамрисене пуҫтарнӑ.
Кӗленчерен тунӑ ҫурт ҫирӗп пулнине кура пахчара тепӗр беседка туса лартнӑ. Кунта та кирпӗчпе усӑ курман, ал айӗнче мӗн пуррипе. Канмалли илемлӗ вырӑн пулса тухнӑ. Ку Чебурашкӑна Шупашкарти ача сатне парнелеме шут тытнӑ маҫтӑр. Ун вырӑнне Николай Васильевич ҫӗнӗ, кӑмӑла хӑпартакан кӳлепе туса лартасси иккӗлентермест.
Ку ҫуртра тахҫан пысӑк ҫемье пурӑннӑ. Халӗ ачисем хулара, ашшӗ-амӑшӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кил-ҫурт пушӑ ан пултӑр тесе чечек-тӗм лартса ӳстерет Роза Владимировна. Тем тӗрли те пур кунта.
Чечексен илемӗ чылай вӑхӑта тӑсӑлтӑр тесен вӗсене пӗрмай тимлӗх уйӑрмалла. Тымарӗсене е ҫеҫкисене хурт-кӑпшанкӑ тапӑнасран им-ҫамламалла тата ытти те.
Кӗҫех картишри беседка ҫумӗнче иҫӗм ҫырли пиҫме тытӑнать. Ҫак илемлӗ шурӑ-симӗс ҫулҫӑллӑ тӗм - дерн. Ӑна ытла ҫӳллӗ ҫитӗнме памалла мар - унсӑран илемне ҫухатать. Гортензие тӑтӑшах шӑвармалла. Пахчара хӑнеевӗрлӗ йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ.
Хуҫалӑха тирпейлӗ тытса тӑрать Роза Владимировна. Унӑн кил умӗнче ӳсекен чечексем иртсе ҫӳрекенсене илӗртеҫҫӗ.