Чӑваш тӗррин музейӗнче "Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи" конкурса пӗтӗмлетрӗҫ

Унта Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчен, Шупашкар, Патӑрьел, Тӑвай, Муркаш, Елчӗк, Канаш, Куславкка районӗсенчен ӗҫсем килнӗ. Вӗсене 6 номинацире хакларӗҫ.

Алиса Александрова, Надежда Александрова, Алексей Иванов, Екатерина Янгалакова

Конкурса 10-мӗш хут йӗркеленӗ. Кашни ҫулах унта хутшӑнас текенсен йышӗ ӳссе пырать. Кӑҫал "Чӑваш эрешӗсем. Чӑваш республикин тӗп хули Шупашкар 550 ҫулта " темӑпа ӗҫсем хатӗрлеме сӗннӗ. "Сочинени" номинацире Шупашкар районӗнчи Мӑналти вӑтам шкулта 6-мӗш класра вӗренекен Кира Филиппова ҫӗнтернӗ.

Мӑналта вӗренекенсем "Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи" конкурса кашни ҫулах хутшӑнаҫҫӗ. Технологи вӗрентекен Марина Васильева патне кружока ҫӳреҫҫӗ хӗрачасем. Диана Гаврилова та ун патӗнчех ӑсталӑхне туптать. Хӗрачан ӗҫӗ пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ хальхинче.

Кӑҫал конкурса 129 ача хутшӑннӑ, вӗсенчен 40-шӗ 6 номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ.

Конкурса ачасене чӑваш тӗррине хисеплеме, аталантарма вӗрентес тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Ӑна пула музейра паха экспонатсен йышӗ те ӳссех пырать.