3 ҫулти ачасенчен пуҫласа 70 ҫулти ветерансем таранах старта тухрӗҫ

Ҫӗнӗ Шупашкарти Николаев ячӗллӗ стадионта "Грани" хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн 27-мӗш эстафета иртрӗ. Унта 200 яхӑн ушкӑн, 1 пин те 500 ытла ҫын хутшӑнчӗ.

Елена Дмитриева, Анжелика Артемьева, Виктор Степанов

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем ҫак спорт ӑмӑртӑвне уяв пекех кӗтеҫҫӗ. Тупӑшӑва хутшӑнакансен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе старта пӗрремӗш ача сатне ҫӳрекенсем тухрӗҫ. Ушкӑнра 5 хӗрача тата пилӗк арҫынача. Кашнин вӗсен 30 метр парӑнтармалла пулчӗ. Аслисен вара дистанци пысӑкрах. Ӑмӑртӑва нумайӑшӗ темиҫе уйӑх маларах хатӗрленме пуҫланӑ.

Эстафетӑра, тӗпрен илсен, химиксен хулинчи тӗрлӗ предприятипе организацире ӗҫлекенсем, студентсем, вӗренекенсемпе ача сатне ҫӳрекенсем ӑмӑртаҫҫӗ. Кӑҫал Шупашкарти ушкӑнсем те старта тухрӗҫ. Яланхи пекех ҫемье ушкӑнӗсем те хастар пулчӗҫ. 4-мӗш ҫул пенсионерсен тата сусӑрсен пӗрлешӗвӗсем те хутшӑнчӗҫ ӑмӑртӑва. Вӗсем валли уйрӑм дистанци палӑртнӑ. Спортсменсем хушшинче 3 ҫулти ачасенчен пуҫласа 70 ҫулти ветерансем таранах курма пулчӗ.

Чи пӗлтерӗшли хутшӑнни теҫҫӗ пулин те, кашни ушкӑн мала тухассишӗн талпӑнни курӑнчӗ. Ӑмӑртакансем йышлипе чупу кунӗпе иртрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене кубоксем, дипломсемпе парнесем парса чысларӗҫ.