ГТРК Чувашия / Вести-Чăваш ен
Версия сайта для слабовидящих

15 октября 2019 12:48   7°   $64.37 €70.93


Вести-Чăваш ен

Пушара хирӗҫ кӗрешекенсем хӗл ҫывхарнӑ май кӑмакасене тӗрӗслерӗҫ

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1300-е яхӑн пушар пулнӑ, вӗсенче 58 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтерме мар, унран сыхланма ҫӑмӑлрах.

14.10.2019 09:22

Чӑваш наци конгресӗ Крымра лартма палӑртнӑ палӑк хатӗрпе пӗрех

Ӑна ҫулталӑк каяллах уҫма палӑртнӑччӗ. Ҫапах та тӗрлӗ сӑлтава пула ку ӗҫ халӗ те вӗҫне хӗрне ҫитмен. Сӑмах чӑваш салтакӗсене асӑнса Крым ҫур утравӗнче палӑк лартасси пирки пырать.

14.10.2019 09:20

Пӗлӳ парас ӗҫре те, пултарулӑхра та ӑста

Хальхи чи лайӑх ҫамрӑк вӗрентекен. Мӗнле вӑл? Пултаруллӑ, шухӑшлакан, малӗмӗтлӗ тата хастар. Шӑпах ҫак енсене Шупашкарта иртнӗ регионсем хушшинчи ӑсталӑх конкурсне хутшӑнакансем кӑтартма тӑрӑшрӗҫ.

14.10.2019 09:15

Шупашкарта Атӑл тӑрӑхӗнчи кадетсен спартакиади иртрӗ

Чӑваш Енри Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗ тӗрлӗ регионтан килнӗ вӗренекенсен ушкӑнӗсене йышӑнчӗ. Атӑл тӑрӑхӗнчи кадет корпусӗсен 4-мӗш спартакиади иртрӗ тӗп хулара.

14.10.2019 09:09

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлчӗ

Пултаруллӑ ушкӑнри улшӑнусем пирки тӗрлӗ сӑмах ҫӳрет. Нумаях пулмасть юрӑпа ташӑ ансамблӗн оркестрне ӗҫрен хӑтарнӑ текен хыпар та тухнӑччӗ.

11.10.2019 09:10

Ыттисене кӑтартмалли те, хамӑрӑн вӗренмелли те пур

Ҫӗршывӑн тӗп хулинче ял хуҫалӑхри чи курӑмлӑ ҫитӗнӳсемпе паллаштаракан "Ылтӑн кӗркунне-2019" курав пырать. Унта, яланхи пекех, Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑнать.

11.10.2019 09:07

Чӑваш халӑх ҫыравҫи Василий Алентей ҫуралнӑранпа кӗҫех 100 ҫул ҫитет

Ҫавна май унӑн тӑванӗсем, ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем тата писатель пултарулӑхне кӑмӑллакансем Литература музейне пуҫтарӑнчӗҫ. Асӑну каҫне ҫавӑн пекех тӗп хулари 47-мӗш тата 2-мӗш шкулсенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.

11.10.2019 09:05

Правительство ларӑвӗнче Чӑваш Ен бюджечӗн тӗп кӑтартӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ

Атӑлӑн сулахай енне ҫут ҫанталӑк газӗ 2021-мӗш ҫулта ҫитмелле. Строительство пуҫлама ирӗк паракан документа нумай пулмасть алӑ пуснӑ. Пӗтӗмпе 52 ҫухрӑм ытла пӑрӑх вырнаҫтармалла.

10.10.2019 09:20

Ҫӗнӗ Шупашкарта вӗренекенсен ӗҫ бригадисен фестивалӗ иртрӗ

Вӗсем чечек-тӗм лартаҫҫӗ, ваттисене пулӑшаҫҫӗ, таврана тирпей-илем кӗртеҫҫӗ. Сӑмах шкул ачисен ӗҫ бригадисем пирки пырать. Вӗренкенсене хавхалантарас, вӗсен хушшинче чи маттуррисене палӑртас тӗллевпе Ҫӗнӗ Шупашкарти "Химик" культура керменӗнче йӑлана кӗнӗ фестиваль иртрӗ.

10.10.2019 09:17

Раҫҫейри 3 регионта прокуратура "шӑнкӑрав вӗрентекеншӗн кӑна" тенине хирӗҫленӗ

Новосибирск облаҫӗнче, Алтай республикинче тата Чӑваш Енре шкул ачисен прависене пӑсакан йышӑну тупса палӑртнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, урок вӗҫленнине пӗлтерекен шӑнкӑрав учительсене ҫеҫ пырса тивет.

10.10.2019 09:15

Аваллӑха упраса, малашлӑха ӗненсе

Чӑваш наци конгресӗ ҫак ятпа пуҫарнӑ проект ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать. Унӑн тӗллевӗ - хамӑр тӑрӑхра тата республика тулашӗнче тӗпленнӗ ентешсем патне ҫитсе вырӑнти йӑла-йӗркене тӗпчесси, ӑна упраса хӑварас енӗпе ӗҫлесси.

10.10.2019 09:07

Пӑрачкавра "Таса шыв" федераци проекчӗпе шыв тытӑмне ҫӗнетеҫҫӗ

Ӑна хута ярсан район цетнрӗнчи пурнӑҫ самай лайӑхланӗ. Сӑр ҫывӑхӗнчи урамсенче ӗҫ кал-кал пырать. Икӗ экскаваторпа строительсем кунне 200 метр пӑрӑх хураҫҫӗ.

10.10.2019 09:05

Тӗрлӗ регионтан пултарулӑх конкурсне пухӑннӑ студентсем Йӑлӑмра йывӑҫ лартрӗҫ

Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх университетӗнче "Мисс и Мистер студенчества России" конкурсӑн финалӗ иртет. Ҫӗршыври тӗрлӗ регионтан 41 ҫамрӑк хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ унта.

09.10.2019 09:15

Республикӑри шыравҫӑсем Кироври слетра палӑрнӑ

Кировра 6-мӗш хут "Никам та манӑҫман" ятпа шырав отрячӗсен Атӑл тӑрӑхӗнчи слечӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен ушкӑнӗ те хутшӑннӑ. Пирӗн ентешсем 14 команда хушшинче кӑҫал шыравра тупнӑ экспонатпа паллаштарса 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

09.10.2019 09:10

Чӑваш Енре Раҫҫейри космос эрни иртет

Тӗнче уҫлӑхӗн лабораторийӗнче пулса курчӗҫ, ҫӗршывсем хушшинчи космос станцийӗнчи экипажпа ҫыхӑнчӗҫ, тӗрлӗ тӗпчев проекчӗ хӳтӗлерӗҫ. Чӑваш Енри тата ытти регионсенчи пин ытла шкул ачи пӗтӗм ҫӗршыври космос эрнине хутшӑнчӗҫ.

09.10.2019 09:07

Кашнин валли вырӑн ҫитет

Пысӑк йыш пурӑнмалли кӗтеслӗ пулчӗ. Пӑрачкав районӗнчи нумай ачаллӑ Ивановсене ҫӗнӗ ҫурт уҫҫине пачӗҫ. Ҫак икӗ хутлӑ ҫурта ача-пӑча сасси илем кӳрсех тӑрӗ.

09.10.2019 09:05

Шупашкарта фитнес-аэробика енӗпе чемпионат иртрӗ

Чӑваш Енри фитнес-аэробика федерацийӗ кӑҫал 21 ҫул тултарчӗ. Ҫак тапхӑрта пирӗн спортсменсем республикӑра кӑна мар, ҫӗршыв тата тӗнче шайӗнче те чылай ҫитӗнӳ тунӑ.

08.10.2019 09:15

Улма-ҫырла тӗмне ятарлӑ питомниксенче ҫеҫ туянмалла

Суя йывӑҫ-тӗм туянас мар тесен пахчаҫӑсен мӗн пӗлмелле тата ку тавара ӑҫта шырамалла? Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗнчи инспекторсем черетлӗ рейдра пулчӗҫ.

08.10.2019 09:10

Ытларах тӑваткал метршӑн ҫӗнӗ хуҫасем пӗр пус та тӳлемеҫҫӗ

Прокуратура хистенипе Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тӑлӑха юлнӑ 5 ҫамрӑка хваттерпе тивӗҫтернӗ. Черетре тӑнӑ хушӑра ашшӗ-амӑшӗсӗр ҫитӗннисем хӑйсем ҫемье ҫавӑрса ачаллӑ пулма ӗлкӗрнӗ.

08.10.2019 09:05

Ӑслӑ машинсене футболла выляттараҫҫӗ

Шупашкарти "Хокс" ушкӑн пӗтӗм тӗнчери робототехника ӑмӑртӑвӗнче ҫӗршыв чысне хӳтӗлӗ. Хӑлӗ "ӑслӑ" машинсене тӑвакансем чемпионата хатӗрленеҫҫӗ.

07.10.2019 09:10