Раҫҫейри чи лайӑх физкультура учителӗ Елчӗк районӗнче ӗҫлесе пурӑнать

Ҫирӗклӗ Шӑхаль шкулӗнче ӗҫлекен Олег Осиповӑн вӗренекенӗсем кашни ҫулах ҫӗршыв шайӗнчи олимпиадӑсенче палӑраҫҫӗ. 2017-мӗш тата 2019-мӗш ҫулсенче ҫӗнтерӳҫӗсем те пулнӑ. Олег Николаевич хӑй пӗлӳ илсе ӳснӗ тӑван ял шкулӗнче 28-мӗш ҫул учительте тӑрӑшать. Ҫак ҫул ҫине вӑл Чӑваш Енре спорт министрӗ пулнӑ Сергей Шелтуковпа пӗрле тӑнӑ.

Алексей Енейкин, Никита Углев