«Тӑван Ен» хаҫат редакцийӗнче штатра тӑман корреспондентсемпе тӗл пулу иртрӗ

"Колхозник ҫулӗ", "Пурнӑҫ ҫулӗпе", "Тӑван Ен"... Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ ятпа тухса тӑнӑ хаҫат 87 ҫул район историне ҫырать. Интернет калама ҫук пысӑк хӑвӑртлӑхпа аталансан та кӑларӑм пурнӑҫ таппинчен юлмасӑр малаллах талпӑнать. Ытти район хаҫачӗсем вулакансен шучӗ чакни пирки пӑшӑрханаҫҫӗ пулсан, "Тӑван Енӗн" паянхи вӑтам тиражӗ - 2 пин те 700 экземпляр.

Алиса Александрова, Виктор Степанов