Паян - Раҫҫей пичечӗн кунӗ

Унӑн историйӗ 1703-мӗш ҫулта пуҫланнӑ. Кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Пӗрремӗш Петӗр патша хушнипе Мускавра "Ведомости" хаҫат пичетленсе тухнӑ. Чӑваш журналисчӗсем вара хӑйсен професси уявне кӑрлач уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарни кунӗ паллӑ тӑваҫҫӗ. Ӑна ҫак уйӑхра "Хыпар" хаҫат тухма пуҫланине кура ҫирӗплетнӗ.

Екатерина Фомина