Етӗрне районӗнче Сӑр кӗперӗ патне илсе пыракан эстакадӑна уҫрӗҫ

Ку вӑл кӗпер строительствин пирвайхи тапхӑрӗ. Объекта тума федераци хыснинчен 1 миллиард ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. Эстакадӑна 2010-мӗш ҫултах тума пуҫланӑ, анчах та пӗр-ик ҫултан ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Пӗлтӗр ҫулла, федераци ҫулӗшӗн "Волго-Вятскуправтодор" яваплӑ пулма пуҫласан, лав вырӑнтан тапраннӑ.

Алиса Александрова, Анжелика Артемьева, Семен Антонов