Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ уявсен ярӑмӗ Пушкӑрт республикине ҫитрӗ

Уяв хӑнисем Пушкӑрт патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пуҫтарӑнчӗҫ. Малтанах кунти чӑвашсен пӗрлешӗвӗпе Культура министрӗ Константин Яковлев тӗл пулчӗ. Ҫавра сӗтел хушшинче регионсен туслӑ ҫыхӑнӑвӗсене аталантармалли майсем пирки калаҫрӗҫ. Унтан пурте концерт залне куҫрӗҫ.

Алексей Енейкин, Евгений Романов