Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлчӗ


Ӑна Чӑваш художникӗсен союзӗ йӗркеленӗ. Экспозицире пысӑк ӑстасен хайлавӗсемпе юнашар ҫамрӑк ӳнерҫӗсен ӗҫӗсем те пур. Курав анлӑ та пуян, тӗрлӗ енлӗ. Кунта - тӑван тавралӑх илемне е хамӑрӑн халӑхӑн иртнӗ пурнӑҫне, кулленхи йӑли-йӗркине, тӗнчекурӑмне сӑнлакан сӑрӑпа ҫырнӑ тата графика картинисем, кӳлепесем, алӗҫ ӑстисен ӗҫӗсем.

Марина Карягина, Екатерина Янгалакова