Пушкӑртра пурӑнакан чӑваш хӗрӗ "Мисс International Ufa” конкурсра тӑван халӑх культурипе паллаштарнӑ

Пушкӑртра "Мисс Интернэшнл" ятпа республика конкурсӗ иртнӗ. Унта 18 ҫултан пуҫласа 28 ҫул тултарман хӗрсем тӗрлӗ наци халӑхӗн культурипе паллаштарнӑ. Тупӑшӑва хутшӑнма кӑмӑл тунӑ 60 ҫынтан 12-шӗ финала тухнӑ. Пушкӑртра пурӑнакан чӑваш хӗрӗ те тӑван халӑх илемне кӑтартнӑ. Марина Васильева 23-ре. Мӗн ачаран тӑван чӗлхепе юрлама, ташлама юратнӑ. Конкурсра вӑл "Мисс-интернет" тата "Мисс этно" ятсене тивӗҫнӗ.

Екатерина Фомина