Паян пӗтӗм тӗнчери телевидени кунӗ

Ӑна 1996-мӗш ҫулта Пӗрлехи нацисен организацийӗн Тӗп ассамблейи ҫирӗплетнӗ. Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшне телевиденире ӗҫлекенсем тӗрлӗрен паллӑ тӑваҫҫӗ: мастер-классемпе семинарсем ирттереҫҫӗ, чи ӑста, профессире пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ специалистсене чыслаҫҫӗ. Республикӑра темиҫе телекомпани йӗркеленнӗ, вӗсенчен чи асли - пирӗн Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗ.

Е.Дмитриева, И.Ульянов, Н. Александрова, Н.Углёв