Шупашкарти библиотекӑсен ӗҫне улшӑнусем кӗртме палӑртнӑ

Шупашкарти хӑш-пӗр библиотекӑсем хупӑнассине хулара пурӑнакансем халӗ хӗрӳ сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫакӑ уйрамах ашшӗ-амӑшне пӑшӑрхантарать. Хула администрацийӗ вара ҫынсене лӑплантарма васкать. Чӑн та, библиотекӑсен тытӑмӗнче улшӑнусем пулаҫҫӗ. Анчах ку вӗсен ӗҫӗн пахалӑхне витӗм кӳмӗ, - теҫҫӗ унта.

Алёна Артёмкина, Виктор Степанов