Шупашкарти нумай хваттерлӗ 4 ҫуртра халӑх пуҫарӑвӗпе балконсене тӗпрен ҫӗнетнӗ

Программӑпа килӗшӳллӗн, юсав хакӗн ытларах пайне хула хыснинчен уйӑрнӑ, ыттине ҫуртра пурӑнакансем пуҫтарнӑ. Татьяна Ролянская пурӑнакан ҫурта ҫур ӗмӗр каяллах хута янӑ. Ҫак хушӑра балконсем самай юхӑннӑ. Халӑх пуҫарӑвӗн программине хутшӑнса кӑҫал балконсене тӗпрен юсанӑ. Ҫурт ҫӗнелнӗшӗн хӗпертеҫҫӗ кунта пурӑнакансем. Строительсем хӑйсен яваплӑхне туйса ӗҫе тӗплӗн тунӑ.

Елена Дмитриева, Семён Антонов