Ҫынсене Чӑвашкредитпромбанка хывнӑ укҫана тавӑрса пама пуҫланӑ

Финанс учрежденийӗн лицензине пӑрахӑҫласан ятарлӑ банк-агента суйланӑ. Вӑл - Россельхозбанк. Виçĕ офис Шупашкарта, ыттисем районсенче. Ҫынсене черетпе килӗшӳллӗн йышӑнаҫҫӗ. Çак ĕçе тивĕçлипе тума хăш-пĕр специалистсене отпускран чӗнсе илнӗ, офиссенче хушма ӗҫ выранӗсем йӗркеленӗ. Чӑвашкредитпромбанк лицензине пӑрахӑҫланӑран 35 пин ҫын шар курнӑ.

Елена Дмитриева, Виктор Степанов