Ҫӗрпӳри васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн подстанцийӗнче ӗҫлекенсем тӗпрен юсанӑ ҫурта куҫрӗҫ

Ҫутӑ та пысӑк пӳлӗмсем, кану кӗтесӗ, эмел упрамалли вырӑн - пӗтӗмпех паянхи кунпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. 308 тваткал метр лаптӑк йышӑнакан ҫурта тӑрринчен пуҫласа инженери тытӑмӗ таранчченех ҫӗнетнӗ. Ӑна юсама республика бюджетӗнчен 8 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Тепӗр 800 пин - сӗтел-пукан тата ытти хатӗр туянма.

Алиса Александрова, Никита Углев