Куславкка районӗнче Мӑ-7 федераци ҫулӗн 730-мӗш ҫухрӑмӗ ҫинчи лаптăка юсаса пĕтернĕ

Строительсем ӗҫе пĕлтĕрхи утӑ уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Подряд организацийӗ юрӑхсӑра тухнӑ асфальт сийне тасатса ҫӗннине хунӑ. Ҫул хӗррисене ҫирӗплетнӗ. Вырӑн-вырӑнпа ҫула самай анлатнӑ: 7 метртан 21-не ҫитернӗ. Çуран ҫӳрекенсем пирки те шухăшланă. Малашне вĕсем машин йышлӑ чупакан çул çине тухаймĕç. Ҫынсем валли чарӑну патӗнчен тротуар сарса панӑ. Куславкка районӗнче кӑна "Волго-Вятскуправтодор" Мӑ-7 аслă çулăн 2 лаптӑкӗ ҫинче 13 ҫухрӑм асфальт юсанӑ. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 1 миллиард та 300 миллион тенке кайса ларнӑ.

Леонид Петров, Никита Углёв