Укҫа кивҫен илсе ялта ҫурт ҫавӑрма ҫӑмӑлрах пулӗ

Ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫӗршывра ялта ҫурт-йӗр ҫавӑрас текенсене пулӑшмалли программа ӗҫлеме пуҫлать. Унпа килӗшӳллӗн банкран 3 миллион тенкӗ таран кивҫен илме май пур. Кредита тавӑрса памалли процент виҫи - 3-рен ытла пулмӗ. Ялти ипотека пирки тӗплӗнрех "Вести.Интервью" кӑларӑмра каласа кӑтартӑпӑр. Вӑл чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 9 сехет те 25 минутра эфира тухать.