Шкулсемпе ача сачӗсенче хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне республикӑра пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ

Ҫак тӗллевпе вӗренӳ учрежденийӗсене ятарлӑ хатӗрсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Пӗлӳ ҫурчӗсенче хуралҫӑсем те яланах сыхӑ тӑраҫҫӗ. Шупашкарти 4-мӗш гимназире ятарлӑ вӗренӳ иртрӗ. Сценари тӑрӑх, шкула ҫамрӑк каччӑ кӗме хӑтланать. Палламан ҫын документсене кӑтартма килӗшмест. Хуралҫӑ ҫав самантрах ятарлӑ пускӑчпа усӑ курса йӗрке хуралҫисене чӗнсе илет. Росгвардин Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем вырӑна 3-5 минутрах ҫитрӗҫ.

Елена Дмитриева, Екатерина Янгалакова