Самар облаҫӗнче Чӑваш культурин кунӗсем иртрӗҫ

Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫывхарнине халалланӑ уявсен ярӑмӗ Самар тӑрӑхне ҫитрӗ. Унта пӗрремӗш хут Чӑваш Республикин культура кунӗсем иртрӗҫ. Йӑхташӑмӑрсене Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ, «Ҫавал», «Ҫеҫпӗл» ансамбльсем пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.

Алексей Енейкин, Евгений Романов