Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче ырӑ ӗҫ тӑвакансен ресурс центрӗ ӗҫлеме пуҫланӑ

Унта волонтерсем инкеке лекнӗ ҫынсене пулӑшу пама вӗренеҫҫӗ. Центра Раҫҫей ҫамрӑкӗсен федераци агентстви пулӑшнипе йӗркеленӗ. Вӑл уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе вӗренӳре кирлӗ япаласем, тренажёрсем туяннӑ. Волонтерсен йышне кӑмӑл тӑвакансене пурне те йышӑнаҫҫӗ.

Е. Дмитриева, О. Замятина, Н. Углев