Ял хуҫалӑх академийӗн аспиранчӗ Анастасия Александрова кире пуканӗ йӑтассипе тӗнче чемпионӗ ята ҫӗнсе илнӗ

Сербире иртнӗ ӑмӑртура вӑл Раҫҫей чысне хӳтӗленӗ. Анастасия Чӑваш Ене тунтикун таврӑнчӗ. Чукун ҫул вокзалӗнче ӑна тӑванӗсем, тус-юлташӗсем, вӗрентекенӗсем кӗтсе илчӗҫ. Хӗр 68 кило таякан виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Ӑмӑртӑва 38 ҫӗршыври 540 спортсмен хутшӑннӑ.

Екатерина Фомина, Никита Углёв