Шупашкарти Ҫамрӑксен театрӗнче "Атӑл юмахӗ" фестиваль пуҫланчӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче форум уҫӑлчӗ. Унта Раҫҫейри 10 театр тата Казахстанран килекен артистсем хутшӑнӗҫ. Фестивале "Халиф Алладин" спектакльпе пуҫларӗҫ.
Ӑна Тула облаҫӗнчи театр хатӗрленӗ.

Алиса Александрова, Татьяна Самсонова, Виктор Степанов