Кадет корпусӗнче вӗренекенсемпе ҫамрӑк офицерсем тӗл пулчӗҫ

Сызраньти авиаци училищинче 5 ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн 12 чӑваш каччи тăван тăрӑха профессиллӗ ҫар вӗҫевҫи пулса таврӑнчӗ. Çамрăк офицерсемпе Республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тӗл пулчӗ. Тĕлпулу ахальтен мар кадет корпусӗнче иртрĕ. Ӗнерхи курсантсем кадетсемшӗн тӗслех вырăнĕнче. Михаил Игнатьев çамрăк лейтенантсене ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ ятпа саламларӗ. Ашшӗ-амӑшне тата вӗрентекенсене вара ҫӗршывшӑн юрӑхлӑ ҫынсем ҫитӗнтернӗшӗн тав турӗ.

Леонид Петров, Владимир Синдеев