Чернигов облаҫӗнче Ҫеҫпӗл Мишшине халалланӑ кӗнеке кун ҫути курнӑ

Ҫитес вырсарникун чӑвашсен вилӗмсӗр поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Юбилее халалланӑ ӗҫ-пуҫ Чӑваш Енре, Раҫҫейре кӑна мар, Украина ҫӗрӗ ҫинче те иртет. Унта поэт юлашки ҫулӗсене пурӑннӑ, ӗмӗр канлӗхне Остер хулинче тупнӑ. Нумай пулмасть, Чернигов облаҫӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ ҫӗнӗ кӗнекене пахаларӗҫ.

Алексей Енейкин