Елчӗк районӗн ЗАГС уйрӑмӗнче ҫур ӗмӗр ытла килӗштерсе пурӑннӑ мӑшӑрсене чысларӗҫ

«Шӑпа пире пӗрле пулма пилленӗ» ятпа иртнӗ уява хисеплесе йыхравланисем - ӗмӗртен туслӑн пурӑннӑ чӑваш, тутар, вырӑс ывӑл-хӗрӗ. Вырӑскассинче пурӑнакан Геннадипе Елена Вековсем 50 ҫул пӗрле. Мӑшӑр 3 ывӑл пӑхса ӳстернӗ. Федорпа Людмила Байдугановсем пӗрлешни вара 53 ҫул. Рифкатпа Гельфия Харисовсем изумруд туйне паллӑ тӑваҫҫӗ - пӗрлешнӗренпе 55 ҫул.

Марина Карягина, Петр Никифоров