Тӗп хулари «Троллейбус управленийӗ» 55 ҫул тултарчӗ

Савӑнӑҫлӑ уявпа предприятире ӗҫлекенсене Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев саламларӗ. Ҫур ӗмӗр ытла Шупашкарта пурӑнакансемпе хӑнасем экологи тӗлӗшӗнчен таса транспортпа усӑ кураҫҫӗ. Пӗрремӗш троллейбус 1964-мӗш ҫулта хӑйӗн алӑкне пассажирсем валли уҫнӑ. Вӑл Хӗрлӗ Тӳремрен Чукун ҫул вокзалне ҫити ҫӳренӗ.

Елена Дмитриева, Игорь Ульянов