Кун пек техникӑпа юр-пӑр хӑратмасть

Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хулари коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсем хӗллехи йӗркепе ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ. Вӑл шутра "Дорэкс" пӗрлешӳшӗн те хӗрӳ тапхӑр пуҫланать. Унта тӑрӑшакансем ҫулсене, кӗперсене, чарӑнусене, урамсене юр-пӑртан тасатас енӗпе кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хурӗҫ. Пӗрлешӳри техника хӗле хатӗр.

Алиса Александрова, Никита Углев