Пушара хирӗҫ кӗрешекенсем хӗл ҫывхарнӑ май кӑмакасене тӗрӗслерӗҫ

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1300-е яхӑн пушар пулнӑ, вӗсенче 58 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтерме мар, унран сыхланма ҫӑмӑлрах. Ҫакна шута илсе ятарлӑ службӑсенче ӗҫлекенсем тӑтӑшах рейдсем ирттереҫҫӗ, ҫынсене пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки аса илтереҫҫӗ.

Елена Дмитриева, Никита Углев