Чӑваш наци конгресӗ Крымра лартма палӑртнӑ палӑк хатӗрпе пӗрех

Ӑна ҫулталӑк каяллах уҫма палӑртнӑччӗ. Ҫапах та тӗрлӗ сӑлтава пула ку ӗҫ халӗ те вӗҫне хӗрне ҫитмен. Сӑмах чӑваш салтакӗсене асӑнса Крым ҫур утравӗнче палӑк лартасси пирки пырать. Ҫак сӑваплӑ тӗллев Аслӑ Ҫӗнтерӳ 75 ҫул тултарнӑ тӗле пурнӑҫланас шанӑҫ пур.

Владимир Тимофеев, Зоя Яковлева