Правительство ларӑвӗнче Чӑваш Ен бюджечӗн тӗп кӑтартӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ

Атӑлӑн сулахай енне ҫут ҫанталӑк газӗ 2021-мӗш ҫулта ҫитмелле. Строительство пуҫлама ирӗк паракан документа нумай пулмасть алӑ пуснӑ. Пӗтӗмпе 52 ҫухрӑм ытла пӑрӑх вырнаҫтармалла. 20 ытла ҫухрӑмӗ - кӳршӗ регион ҫӗрӗ ҫинче пулать. Укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӗтӗмпех "Газпром" хӑй ҫине илет. Ларура республикӑн ҫитес 3 ҫулхи бюджечӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене те пӑхса тухрӗҫ.

Алексей Енейкин, Светлана Позднякова, Виктор Степанов